Тӑванран та тӑван эс, хаҫатӑм,
Юратса ал паратӑп сана!
Кун-ҫулра телей, сывлӑх сунатӑп,
Иксӗлми ирӗклӗх — сассуна.
Халиччен мухтава тивӗҫ пулнӑ
Яту сан янраса илтӗнет.
Яланах курӑнатӑн ятуллӑ,
Сӑн-питӳ кӑмӑла илӗртет.
Шурӑмпуҫ шуралса ҫӗкленет-и—
Сар хӗвел тухасса ирӗлсе!
Хӗвел пек сана хапӑл кӗтетӗп
Кил умне ҫуталса килессе.
Тӑван ҫӗр, Чӑваш Ен те, Ҫӗршывӑм
Уҫӑлать-и умра сарӑлса —
Пурте халӑх чун-чӗришӗн ҫывӑх,
Вуласа савӑнмашкӑн ансат.
Камӑн вӑй-халӗнчен сӑрхӑнать вӑл
Ҫавӑн чухлӗ ӑс-хакӑл, тивлет?
Пӗрлехи ушкӑнра ҫуралать вӑй,
Чи хӗрӳллӗ хӗмпе ҫеҫ хӗрет.
Самана юрлӑхне парӑнмастӑн,
Ҫемйӳнте - Турӑ панӑ хӑват.
Ҫирӗппӗн, шанӑҫа ҫухатмасӑр
Эс утатӑн "Хыпарҫӑм", хаҫат!